Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аграрисене — субсиди

Аграрисене — субсиди

Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен пулăхне лайăхлатмалли мероприятисене пурнăçлама республикăра 9 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.

Мелиораци комплексне аталантармалли патшалăх программине РФ ял хуçалăх министрĕ Дмитрий Патрушев регионсемпе онлайн мелпе ирттернĕ канашлура сỹтсе явнă. Вăл 2024 çулта çакăн валли федераци бюджетĕнчен мĕн чухлĕ укçа уйăрасси регионăн ĕç калăпăшĕнчен килессине палăртнă.

Чăваш Енре 2022 çулта мелиорацин икĕ проектне пурнăçланă. «Сарабай» пĕрлешỹ 50,1 гектар çинче çĕр пулăхне ỹстермелли ĕçсем тунăшăн 375,7 пин тенкĕ субсиди илнĕ. А.Смирнов хресчен (фермер) хуçалăхĕнче 12,23 гектар çинче мелиораци ĕçĕсене пурнăçланă, ăна патшалăхран 380,9 пин тенкĕлĕх пулăшу кỹнĕ. Федераци хыснинчен тивĕçнĕ укçа-тенкĕпе аграрисем туллин усă курнă.

«РФ ял хуçалăх министрĕ Дмитрий Патрушев июлĕн 1-мĕшĕччен регионсенчи аграрисене мелиорацие аталантарма федераци бюджечĕ уйăракан пулăшăвăн 50 проценчĕпе тивĕçтерме сĕнчĕ. Чăваш Енре ку ĕçе туллин пурнăçланă: кăçал маларах тăратнă 3 проектшăн 9 миллион тенкĕ субсиди панă», — тесе палăртнă вице-премьер — ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code